joomlarulit.com

 

 Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт»»»

profstazhirovki 20

Суббота, 12 ноября 2016 11:58

Пĕрремĕш юр пĕрчи куç умĕнче.

img009 compressedМан алăра «Çамрăк журналист» кружока çӱрекен ачасен ĕçĕсем. Манпа пĕрле эсир те вĕсене куратăр.Паллах, кашни ача сăвăç е çыравçă çулĕпе утмĕ. Ку кирлех те мар. Çак çĕр çинче пин тĕрлĕ профессии пур. Кашни вĕсенчен хăйĕн çулне суйласа илсе Тăван çĕршыва юрăхлă çын пултăр. Хăйсем çырнă сăввисене, тăрăшса сăнарланă хайлавĕсене хаçат е сайт çинче курсан чун-чĕрепе хавхаланса хĕпĕртенине, çунатланса хăпартланнине, эпĕ çыравçă куçĕпе витĕр курса тăратăп. Çак тĕнчене илемлĕхпе сăнарлăх урлă вĕреннишĕн, йывăрлăха çĕнтерсе хăйсен хакне ӱстернишĕн эпĕ те вĕсемпе пĕрле савăнатăп тата мăнаçланатăп. Эпир çак çĕр çинче малаллах хăватлăн аталанăпăр, хамăрăн илемлĕ те янăравлă чĕлхемĕрпе, авалтан упранса юлнă йăли-йĕркипе, тарăн та вирлĕ ваттисен сăмахĕсене хисеплесе, çирĕп утăмсемпе пурнăç çулĕпе тӱррĕн утма ĕмĕтленетпĕр.

«Пĕрремĕш юр пĕрчи» ачисем ăслă та тарăн шухăшлавлă пулса, чылайăшĕ вĕрентекенсенчен тĕслĕх илсе, ĕмĕрлĕхсенче йĕр хăварса, тус-юлташĕсене тата çывăх тăванĕсене чăн-чăн пуян та капăр парне туса савăнтарасса чĕререн ĕненсе шанатăп.

«Çамрăк журналист» кружок ертӱçи Валентина Егорова

{lightgallery type=local path=images/News/01-2016/11/12-11-2016_09-13-16 previewWidth=150}{/lightgallery}

Прочитано 1421 раз
Другие материалы в этой категории: « В поисках живого слова… Готовы помочь всем и всегда »
Top