Хаклӑ туссем! Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Студентсем яланах иксӗлми хастарлӑхпа, пултарулӑхпа тата пӗлӳ патне туртӑннипе уйрӑлса тӑнӑ. Ку вӑл халӗ те ҫаплах. Эсир мал ӗмӗтлӗ шухӑшсемпе ҫунатланатӑр тата яланах ҫӗннине шыратӑр. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ манӑн «Ҫамрӑксене шанмалла!» пӗрремӗш Ҫырура эпир этем капиталне аталантарасси пирӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнине палӑртрӑмӑр. Ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне пурнӑҫра туллин уҫса пама пулӑшакан лайӑх майсем туса хурас тӗлӗшпе маларах ҫирӗплетсе хӑварнӑ тӗллевсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Хисеплӗ студентсем! Ӑс-хакӑлпа пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ, ҫамрӑклӑх, хастарлӑхпа пуҫарулӑх, тӗнчене улӑштарма ӑнтӑлни сире хӑвӑр ӗмӗтӗрсемпе пысӑк тӗллевӗрсене пурнӑҫлама тата тӑван ене хӑватлӑн малалла аталантарма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Хӑвӑр умӑрта уҫӑлакан мӗнпур лайӑх майпа вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, вӗренӳре ҫитӗнӳсем, пурнӑҫра пултарулӑхӑра туллин…